Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +12.3 °C
Пур пӗрле, ҫук ҫурмалла.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Тӑван чӗлхе, литература шӑпи ӗлӗкренех пӑшӑрхантарнӑ

Чӑвашсен чи пирвайхи ҫыравҫин, этнографӗн тата историкӗн Янтуш Ҫӗпритунӗн 1852 ҫулта тухнӑ "Чӑваш халӑх халапӗсемпе юмахӗсем", 1855 ҫулта пичетленнӗ "Чикме уесӗнчи халӑх вӑййисем" кӗнекисенче автор чӑваш вӑййи-юррисемпе мӑнаҫланни сисӗнет. Вӑл ҫынсенчен чӑвашсен халап-юмахӗсене сахал мар ҫырса илнӗ. "Чӑваш эпир пултӑмӑр" сӑввинче /1852 ҫ./ те чӑваш чӗлхине юратни, унӑн шӑпишӗн пӑшӑрханни сисӗнет.
Вилӗмсӗр "Нарспи" авторе К.В. Иванов "Хальхи самана" сӑвӑра акӑ мӗнле ҫырать:

...Тутаралла тухӗччӗҫ,
Тутар тӗнне тытӑччӗҫ,
Е вырӑса ерӗччӗҫ,
Пӗрерӗнех пӗтӗччӗҫ.
Ырӑ чӑваш тупӑнчӗ,
Ырӑ ӗҫе тытӑнчӗ.

Кунта автор чӑваш чӗлхи шӑпишӗн пӑшӑрханнипе пӗрле И.Я.Яковлевӑн ырӑ ӗҫне асӑнать, ӑна тав туни сисӗнет. Малалла автор чӑваш ытлашши пуйсан е пысӑк чин тухсан чӑваш сӑмахне хисеплеменни, тӑван чӗлхерен писсе пыни ҫинчен калать.
...Тӗрлӗ ҫутӑ тӳммешен
Тинки тухать ав лешӗн;
Чӑвашла та калаҫмасть,
Тӑванне те ас тумасть:
Чӗри шанса кайнӑ ҫав,
Чӗрӗ виле пулнӑ ҫав.

К.В.Иванов ытлашши мӑнланнӑ чӑвашсен пӗр пайӗ вӑл вӑхӑтрах вырӑсланма пуҫланни ҫинчен тарӑхса асӑнать. Автор чӑваш чӗлхи шӑпишӗн пӑшӑрханни те сисӗнет.
Тӗнчене тасатрӗ ирӗк вут-кӑварӗ,
Ҫут тӗнче ҫуталчӗ, иртрӗ авалхи.
Тӗттӗм тӗп пулчӗ, мӑшкӑл иртсе кайрӗ -
Тин ирӗке тухрӑн, тӗп чӑваш чӗлхи!

— ҫырнӑ Ҫеҫпӗл Мишши чӑваш чӗлхи те ытти халӑх чӗлхи пекех ирӗке тухнишӗн савӑнса.
Тӑван чӗлхе малалла аталаннӑ май ҫыравҫӑсен шучӗ ӳсессе те шаннӑ поэт. Ку вӑл чӑнахах та тӳрре килнӗ. Анчах та чӑваш чӗлхи "вутлӑ ҫулӑм" пулаймарӗ. Тен, пулнӑ та пулӗччӗ. Кунта патшалӑхӑн та айӑп ҫук мар. 20-мӗш ҫулсен вӗҫӗнче чӑвашсен /ытти. халӑхӑнне те/ кино ӳкерес ӗҫне чарса лартаҫҫӗ.
1930 ҫулсен иккӗмӗш ҫурринче ӑс-хакӑл, ӳнер ҫыннисене, ҫыравҫӑсене пӗр айӑпсӑр тыта-тыта хупнине пула тӑван литература ирӗклӗн аталанма пултарайман. Чӑваш писателӗсенчен 17 ҫын репрессие лекнӗ. Вӗсенчен нумайӑшне персе вӗлернӗ, хӑш-пӗри тӗрмери йывӑр условисене пула вилет. Вӑрҫӑ ҫулӗсенче писательсенчен ытларахӑшӗ фашистла Германие хирӗҫ ҫапӑҫнӑ. Апла пулсан та вӗсем тӑван литература анинчен тухман. Чылайӑшӗ паттӑрсен вилӗмӗпе вилнӗ. Ҫапла майпа ҫыравҫӑсем штыкпа та, калемпе те тӑшмана хирӗҫ кӗрешнӗ.
Вӑрҫӑ хыҫҫӑн ҫӗнӗ талантсем ҫуралчӗҫ, ырӑ йӑласем ҫӗнӗ вӑйпа аталанма тытӑнчӗҫ.
Вырӑс мар халӑхсен чӗлхине хӗсессин тепӗр тапхӑрӗ иртнӗ ӗмӗрӗн 50-мӗш ҫулӗсен иккӗмӗш ҫурринче пуҫланчӗ. 1956 ҫулта наци педучилищисене пӗтӗмпех хупрӗҫ. Ҫав шутра - И.Я.Яковлев 1868 ҫулта уҫнӑ Чӗмпӗр чӑваш шкулне те /юлашки ҫулсенче - педучилище/, Аксури педучилищӗпе /Тутарстан/ Подбельскри педучилищӗн чӑваш уйрӑмне те.
Тӑван чӗлхешӗн, литературӑшӑн чи йывӑр самантсенче Чӑваш халӑх поэчӗ Семен Элкер ҫакӑн ҫинчен уҫҫӑн калама пултарнӑ, пуҫлӑхсем патне те пӗрре мар ҫыру ҫырнӑ. Ҫамрӑксен уявне кивӗ йӑла теме тытӑнчӗҫ. Чӑваш туйне ирттерессине те чарма тӑчӗҫ.
"Кам хӑйӗн чӗлхине юратмасӑр унтан йӗрӗнсе тӑракансене Тура та юратмӗ, ун пек халӑхсем Тура умӗнче те, ытти халӑх умӗнче те малалла каяймӗҫ, вӗсен пурнӑҫӗсем пӗтсе ҫӗр ҫинчен ҫухалса пырӗҫ..." - тесе ҫырнӑ Семен Элкер.
Чӗлхе пуласлӑхӗшӗн пӑшӑрханнӑ Семен Элкере пуҫлӑхсем сахал мар сивленӗ, националист тесе те айӑпланӑ. Унӑн хайлавӗсене пичетлеме чарнӑ вӑхӑтсем те пулнӑ.
Семен Элкер хутне кӗрекенсем те пулман мар. Кунта чи малтан П.Хусанкая асӑнмалла. Вал Элкерӗн обкома янӑ ҫырӑвӗсене нумайлатса ҫыравҫӑсем, ытти творчество ҫынни патне ҫитерме хӑраман, ватӑ поэтӑмӑра хӳтӗлеме чӗннӗ. Каярах ҫав ӗҫе С. Шавли, Хв. Уяр тата ытти ҫыравҫӑ хастар хутшӑннӑ.
1992 ҫулта Самарта чӑвашла хаҫат кӑларма тытӑнас тесе пуҫлӑхсене йӑлӑнса ҫӳренӗ вӑхӑтра манӑн парти обкомӗн архивне салатнӑ ҫӗрте пулма тӳр килчӗ. Унта Хветӗр Уярӑн КПСС Куйбышев обкомӗн пӗрремӗш секретарӗ патне чӑваш шкулӗсенче тӑван чӗлхе урокӗсене пӗтернишӗн тарӑхса ҫырнӑ ҫырӑвӗ ман алла лекрӗ. Эпӗ ӑна халиччен хам патра усрарӑм.
Иртнӗ ӗмӗрӗн 80-мӗш ҫулӗсен вӗҫӗнче хула шкулӗсенче тӑван чӗлхене вӗрентме пуҫларӗҫ. Анчах та унтанпа миҫе ӑру улшӑнчӗ? Вӑл вӑхӑтра вӗренекенсене тӑван чӗлхерен пистернӗ, вӗсем вара ачисене, мӑнукӗсене тӑван чӗлхене вӗренттересшӗн мар. Халӗ наци шкулӗсене иртнӗ ӗмӗрӗн 50-мӗш ҫулӗсенчи шая лартма питӗ хӗн.
Шкулсенче чӑвашла вӗрентме пӑрахтарнинчен тытӑнчӗ те ӗнтӗ вырӑсланасси.
Ахальтен мар Хветӗр Уяр шкулсенче тӑван чӗлхене сыхласа хӑварас тесе обком секретарӗ патне пӑшӑрханса ҫырнӑ. Анчах та вӑл ӑна хурав панӑ-ши? Ку паллӑ мар.
Чӑвашсен шучӗ 1989 ҫулччен ӳссе пычӗ, ун хыҫҫӑн вара ҫултан-ҫул чакать. Илер-ха, акӑ, Самар облаҫне кӑна. 1970 ҫулта 113781 чӑваш пурӑннӑ, 1989 ҫулта - 117914. 2002 ҫулхи ҫырав вара 101358 чӑваш пурӑннине палӑртать. Ку - чӑвашсен шучӗ облаҫра ҫулсерен 1119 сын чакса пынине кӑтартакан паллӑ.
Виктор Симаков.
Самар облаҫӗ
«Хыпар», 2007, пуш, 28


 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2007-08-19 22:11:07 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 7358 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем